Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Интернет чӑвашла вӗрентет

XXI ӗмӗр — информаципе компьютер технологийӗн самани. Пурнӑҫ питӗ хӑвӑрт улшӑнса пырать. Курмалли, илтмелли, пӗлмелли, шырамалли, тӗлӗнмелли — темӗн чухлех! Ан ӳркен кӑна. Хальхи ача-пӑчана компьютер вӑййисем хӑй ытамне илчӗҫ. Шкул та виртуаллӑ уҫлӑхпа ҫыхӑнчӗ. Ачасем калаҫура час-часах «Интернет», «сеть», «сайт» сӑмахсемпе усӑ курма пуҫларӗҫ. Вӗренекенсем ҫӗнӗ йышши технологие питӗ хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Ҫавна май учитель те пурнӑҫпӑ тан пыма , тимлет, вӗрентӳ ӗҫне инноваци мелӗсемпе пуянлатать. Чӑнах та, паянхи ачасемпе пӗр чӗлхе тупас тесен хамӑрӑн та компьютер ӑс-лайӗсене, Интернетӑн ӑс-хакӑл пурлӑхне лайӑх пӗлмелле.
Республикӑн вырӑс чӗлхиллӗ шкулӗсенче вӑй хуракан педагогсене ҫак ыйтусем канӑҫ памаҫҫӗ: хула ачисен чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑмне мӗнле майпа вӑйлатмалла, пултаруллисен пӗлӳлӗхри хастарлӑхне епле ӳстермелле, вӗренӳре кая юлса пыракансемпе хӑш меслетпе ӗҫлемелле? Ку проблемӑсене татса пама, ачасене чӑваш чӗлхипе интереслентерсе яма эпӗ, чылай вӗрентекен пекех, йӑлана кӗмен уроксемпе усӑ курма пуҫларӑм. Тӗслӗхрен, информатикӑпа чӑваш чӗлхи урокӗсене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пӗрлештерсе ирттеретӗп. Ҫакӑ вӗренӳ тухӑҫлӑхне ӳстерме, предметсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма май парать. Шкулти тӗп ӗҫ мелӗ — урок. Вӑл мӗнле иртесси вӗренекенсен пӗлӳ шайӗнчен, кӑмӑл еккинчен, вӗрентӳ кӑсӑклӑхӗнчен килет. Темӑна ӑнлантарнӑ чухне учебникри материалпа ҫеҫ усӑ курни ҫителӗксер. Ачасен тавра курӑмне аталантарма, ӑс-тӑнне вӑйлатма, пӗлӳ шайне ӳстерме компьютер чылай пулӑшать. Сӑмахран, кӑтарту хатӗрӗсем вырӑнне Power Point программӑра хатӗрленӗ слайдсемпе усӑ курма пулать. Интернет кирлӗ материала кӗске вӑхӑтрах тупма, вӑхӑта перекетлеме май парать.
Интернет уҫлӑхӗнче темиҫе миллиард чухлӗ электронлӑ документ упранать. Ӑна капашсар пысӑк библиотекӑпа е архивпа танлаштарни йӑнӑш мар-тӑр. Ҫав пурлӑхӑн ытларах пайне кашни компьютерпа ҫыхӑнтарма пулать. Ҫӗррӗн пуҫӗ те, вӗҫӗ те ҫук тенӗ халӑхра. Ҫак сӑмаха Интернет пирки те калама пулать.
Тӗнче тетелӗнчи (WWW) информаци тытӑмӗн никӗсӗ, тӗп элеменчӗ — веб-сайт, е урӑхла каласан — сайт. Вӑл пӗр-пӗр организацин е учрежденин, ушкӑнӑн е уйрӑм ҫыннӑн пулма пултарать. Интернетпа усӑ куракан кирек хӑш ҫын та хӑйӗн сайтне уҫаять. Анчах хӑшӗсем «сервер» тата «сайт» терминсене пӑтраштараҫҫӗ. Сайт пӗчӗкрех элемент шутланать, сервера вара темиҫе пин сайт та кӗрет. Кашни сайтӑн хӑйӗн адресӗ пур. Сайтри тӗрлӗ страницӑсен хӑйсен те адресӗ пулма пултарать. Сайт адресне тата страница ятне ытларах чухне пӗчӗк сас паллипе ҫыраҫҫӗ, анчах пысӑкпа ҫырма та юрать. Документ адресӗнче вара кун пек ирӗклӗх каймасть, унта сас палли виҫи те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫапла вара WWW — хӑине майлӑ «страницӑсен» пӗрлӗхӗ, ун йышне текст та, ӳкерчӗкпе сӑн ӳкерчӗк те, сасӑллӑ файлпа видео та кӗрет. Ҫав страницӑсене «гипертекст» майӗпе ҫыхӑнтарнӑ — пӗр ҫӗрти документран тепӗр ҫӗрти документ патне тӳрех куҫма май пур.
Чӑваш интернечӗн историйӗ 1996 ҫулта Чӑваш Республикин власть органӗсен официаллӑ порталне /cap.ru/ йӗркеленинчен пуҫланчӗ. Кунта информаци, пӗтӗмӗшле илсен, вырӑсла, ҫапах та хӑш-пӗр страницӑра чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне тӑван чӗлхепе сӑнланине тупма пулать. Ҫак портал йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Интернетра чӑвашла-вырӑсла е чӑн чӑвашла сайтсем те курӑнма тытӑнчӗҫ.
Кун пек сайтсенчен чи курӑмли — «Чӑваш халӑх сайчӗ» — http://chuvash.org. Ӑна йӗркелекенӗ — Николай Плотников инженер-программист. Ҫак сайта кӗрсен Чӑваш Республики, хули-районӗ, чылай ял тӑрӑхӗ ҫинчен информаци хӑвӑртах тупма пулать. Ҫакӑнта паллӑ ҫынсемпе (ҫыравҫӑсемпе, художниксемпе, актерсемпе, ӑсчахсемпе, кӗвӗҫӗсемпе, тӗрлӗ ӑстаҫӑсемпе), пултарулӑх ушкӑнӗсемпе паллашма май пур. Тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине те анлӑн ҫутатса панӑ: чӑваш туйӗ, уявӗсем (акатуй, питрав, ҫимӗк, ҫинҫе, ҫӑварни, сурхури) т. ыт. те. Тӗрӗ-эреш ҫинчен те ҫӗннине пӗлме пулать. «Тӗпел» пайра чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарнӑ. «Тӗн» пай та самай пысӑк вырӑн йышӑнать. Кунта чӑваш халӑхӗн тӗн йӑли-йӗрки, чӳкӗ-киремечӗ, ырри-хаярӗ ҫинчен каласа панӑ.
Чӑваш халӑхӗн историйӗ пуянта кӑткӑс, уйрӑмах — авалхи тапхарӗ. Ӑҫтан, хӑш халӑхран пуҫланаҫҫӗ чӑвашсен «тымарӗсем»? Пире Атӑлҫи Пӑлхарпа мӗн ҫыхӑнтарать? Ҫак ыйтусен хуравне истори пайӗнче тупма пулать. «Чӑваш чӗлхи» пай орфографин тӗп правилисемпе, тӗрле словарьпе, курӑмлӑ тӗпчевсемпе паллаштарать. «Чӑваш литератури» те пысӑк вырӑн йышӑнать. Кунта сӑвӑ-калав, роман-поэма, асаилӳ-пьеса вырнаҫтарнӑ. Кулӑш кӗтесӗнче шӳтсемпе анекдотсене те манса хӑварман. «Чӑваш эстради» пай тӗрлӗ юрӑҫсемпе тата пултаруллӑх ушкӑнӗсемпе паллаштарать. Ҫак http://music.chuvash.org е http://suvary.narod.ru адреспа кӗрсе чӑвашла юрӑсене компьютер ҫине «уҫласа» илме пулать.
Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла версийӗнче «Изучаем язык» пай пур. Унта Г.А. Дегтяревӑн «Изучаем чувашский язык» кӗнекине тата ӑна тӗпе хурса Чӑвашрадио хатӗрленӗ аудиоуроксене вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнтах уйрӑм ҫынсем (В. Бычков-Рефледжо, И. Алексеев-Игрук, Н. Плотников-Админ) хайлана сасӑ файлӗсемпе паллашатпӑр. Ҫак тӗслӗхсемпе урокра тӗрлӗ тӗллевпе усӑ курма май пур: ачасене диктор хыҫҫӑн калаттарма, йӑнӑшсем туптарма тата ытти те.
«Изучаем язык» пая ҫавӑн пекех Л.П. Сергеевпа Е.Ф. Васильевӑн «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи интереслӗ тӗслӗхсене, Н.В. Бычковӑн «Синоним как средство обогащения словаря» ятлӑ пулӑшу хатӗрне кӗртнӗ. Кунта кӑсӑклине, урокра кирлине пайтах тупма пулать.
Чӑваш сайтӗнче «Электронлӑ сӑмахсар» та пур — http://samahsar.chuvash.org. Унта 5 словарь вырнаҫтарнӑ:
1. М.И. Скворцов редакциленӗ пысӑк калӑпӑшлӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарь»(1985).
2. М.Р. Федотовӑн «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ» (2 том, 1996).
3. Г.А. Дегтяревӑн «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» (1 том, 2003).
4. М.Р. Федотовӑн «Тӗне кӗмен чӑвашсен ячӗсем» (1998).
5. Н.В. Никольскин «Чӑвашла-вырӑсла словарӗ» (1919).
Ҫак сӑмахсарсем пулӑшнипе кирлӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшне е куҫарӑвӗпе пулӑвне ҫийӗнчех тупма пулать (словарьсем кашнийӗнех ал айӗнче ҫук-ҫке-ха). Ачасене ҫак сайтпа усӑ курма, электронлӑ словарьсемпе ӗҫлеме хӑнӑхтармалла. Ӑсталӑха алла илме тупӑшу-ӑмӑрту мелӗ те вӑйлӑ пулӑшать.
Тепӗр чӑвашла сайт — http://yumah.ru — чӑваш юмахӗсен, халапӗсен, ваттисен сӑмахӗсен «килӗ». Юмахсен ячӗсене кунта алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Ҫак сайт халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр-пӗр урок валли кирлӗ тӗслӗхӗсене хӑвӑрт тупма пулӑшать.
Википеди — тӗрлӗ чӗлхеллӗ электронлӑ энциклопеди. Унӑн чӑвашла уйрӑмӗ те пур: http://cv.wikipedia.org. Кунти информацb статйисен йышӗ 8 пине кармашать. Вӗсене терлӗ пайсене пӗрлештернӗ: «Ҫын, общество, философипе гуманитари ӑслӑлӑхесем», «Культура, ӳнер, кану», «Ҫут ҫанталӑк», «Техника», «Чӑваш ен». Кашни хутшӑнаканах кунта регистрациленсе хӑйӗн блогне (веб-журналне) йӗркелеме пултарать, статйисене вырнаҫтараять.
Xӑваш чӗлхи учителӗсене урока хатерленнӗ чух кирлӗ тепер сайт (терӗссипе, Чӑваш халӑх сайчӗн уйрӑмӗ) — http://gallery.chuvash.org сӑн галерейи. Кунта Чӑваш Республикинчи ялсен, юхан шывсен, кӳлӗ-пӗвесен, уй-хирсен, ҫынсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать. Шупашкарпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксем 150 ытла. Ҫавӑн пекех Тутарстанпа (103) Самар облаҫне (8) сӑнлакан ӳкерчексем те пур.
Фотогалерейӑри «Уявсем» пайра 826 элемент. Вӗсем Республика кунӗ йышши уявсене сӑнлаҫҫӗ. «Музейри» 377 элемент хамӑр республика музейӗсенчи тӗрлӗ экспонатпа паллашма май парать. «Мероприятисем» ярӑма 767 сӑн кӗртнӗ, вӑл Чӑваш енте пулса иртекен ӗҫ-пуҫа сӑнлать. «Тӗрлӗрен» пайра 913 ӳкерчӗк упранать. Сайта хутшӑнакансен альбомне те вырнаҫтарнӑ. Унта вара 1308 сӑн ӳкерчӗк вырӑн тупнӑ.
Ҫапла вара, Интернетри чӑваш фотогалерейипе усӑ курса Power Point программӑра тӗрлӗрен слайдсем йӗркелеме питӗ меллӗ. Вӗсем илемлӗ, ачасен шухӑш-кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗ, чуна ҫывӑх ярӑмсем тума май параҫҫӗ. Ҫав слайдсем урока интереслӗрех, курӑмлӑрах, витӗмлӗрех тума пулӑшаҫҫӗ. Кашни класрах хамӑр республикӑпа, унӑн ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ темӑсем чылай. Ачасене ун-кун пирки каласа панипе пӗрлех сайтри тивӗҫлӗ ӳкерчӗке кӑтартса пыни мӗн тери аван пулмалла! Вӗренекен пӗрре илтет, тепре — курать. Ҫакӑ вара унӑн ӑс-тӑнӗнче йӗр хӑваратех. Халӑх ахальтен каламан «Ҫӗр хут илтиччен пӗр хут курмалла» тесе. Аслӑрах классенче вара сайт адресне вӗренекенсене хӑйсене тӗллеттермелле. Вӗсем пӗр-пӗр темӑпа кӑсӑкланса каяҫҫӗ те презентаци хатӗрлеме те килӗшеҫҫӗ. Ӑна ачасем пӗрерӗн-икшерӗн е ушкӑнпа пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Компьютерпа ӗҫлесси ачасен кӑмӑлне каять. Тата вӗсем хӑйтӗллӗнлӗхе хӑнӑхса пыраҫҫӗ, креативлӑ шухӑшлавне аталантараҫҫӗ. Темиҫе урок иртсен пирӗн хайхи «пултарулӑх ушкӑнӗ» хӑйӗн ӗҫӗпе ытти вӗренекенсене паллаштарать. Теми интереслӗ те анлӑ пулсан ачасем конкурса хутшӑнма е конференцире тухса калаҫма пултараҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӗсен ӗҫлес туртӑмӗ тата пушшех ӳсет. Хальхи вӑхӑтра республикӑра иртекен вӗренӳпе ӑслӑлӑх мероприятийӗсенче презентаци форми йӑлана кӗрет. Апла пулсан ачасен ҫакӑн йышши мелпе усӑ курма хӑнӑхса пымаллах.
Вӗренӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ Ю. Виноградов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри шкул директорӗ В. Андреев тата chuvash.org пӗрлӗх ертӳҫи Н. Плотников чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем валли Интертетелте ятарлӑ сайт йӗркелерӗҫ — http://pedkanash.chuvash.org. Унта кашни вӗрентекенех регистрациленсе хӑйӗн статйине вырнаҫтарма, шухӑш-кӑмӑлне канашлура пӗлтерме пултарать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра ҫак сайт урлӑ интернет-олимпиада та ирттерчӗҫ.
Вӗрентекенсене кирлӗ тепӗр сайт — http://cv.wikibooks.org. Кунти тӗп страницӑра чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. «Чӑваш истори тата культури» пайра вара пирӗн халӑхӑн истори ҫул-йӗрне тата ӑс-хакӑлпа пурнӑҫ культурине кӑтартса панӑ.
Урока хатӗрленнӗ чух Чӑваш наци библиотекин электронлӑ библиотекипе те — www.lib.cap.ru — усӑ курма май пур. Кунта Чӑваш халӑх поэчӗ Г. Айхи тата А. Николаев космонавт ҫинчен компакт-дисксем пур. Ҫавӑн пекех Ю. Сементерӗн, А. Кипечӗн тата ыттисен кӗнекисене тупма пулать.
Компьютер технологийӗ вӗрентекене те, вӗренекене те чылай пулӑшу парать, ҫавӑн пекех сиенлӗ витӗмӗ те ҫук мар. Вӑл уйрӑмах ҫамрӑк организмшӑн сисӗмлӗ. Компьютер умӗнче нумай вӑхӑт хушши ларни сывлӑха сӑтӑр тӑвать: куҫ вӑйне чакарать, ҫурӑм шӑммине ывӑнтарать, психикӑна хавшатать. Пире ачасем компьютер умне лексен ытларах тӗрлӗ асӑх вӑйӑпа аппаланма юратни пӑшӑрхантарать. Ку вӗсен ӑс-тӑнне аталантарма питех пулӑшмасть, ытларах сиен кӳрет.
Вӗренекенсене компьютер умӗнче вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курса ӗҫлеме хӑнӑхтармалла. Электронлӑ шутлав машини ачасен ӑс-хакӑлне пуянлатма, пӗлӳ шайне ӳстерме, тавра курӑмне анлӑлатма пулӑштӑр. Компьютерпа вырнаҫуллӑ усӑ курни вӗренекенсен активлӑхне, пӗлӳ илес туртӑмне палӑрмаллах пысӑклатать. Ачасем вӑл е ку темӑпа ытларах интересленме пуҫлаҫҫӗ, пӗлӗве хӑйсем тӗллӗн шырама тимлеҫҫӗ. Вӗрентекенӗн вара тӗрӗс ҫул кӑтартса пымалла.
Хальхи саманара чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ чухне компьютер майӗсемпе, Интернет пулӑшӑвӗпе усӑ курманни пурнӑҫран юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийӗ пире ӳсӗмлӗ ӗҫлеме, пархатарлӑ тӗллевӗмӗре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑштӑрччӗ.

Ирина Дегтярева


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-07 20:13:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10559 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем